Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ырă чĕресем

Вăхăт пĕр шелсĕр шăвать. Акă Ырă тăвакансен çулталăкĕте вĕçленчĕ. Çавна май ăна чылай тăрăхра пĕтĕмлетрĕç. Патăрьел районĕнче «Чи лайăх волонтер отрячĕ - 2018» конкурс иртнĕ. Унта 14-18 çулсенчиачасенчен йĕркеленĕ 12 ушкăнхутшăннă. Вĕсем хăйсен опычĕпе, волонтер пурнăçĕпе презентаци урлă паллаштарнă. «Чи лайăхволонтер отрячĕ» ята Турхантивăтам шкулти «Ырă чĕре» ушкăнтивĕçнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшвырăнсене Шăнкăртамри пĕрремĕштата иккĕмĕш, Пăлапуç Пашьелти, Тутар Сăкăтĕнчи вăтамшкулсен вĕренекенĕсем йышăннă. Ытти команда та тĕрлĕ номинацире палăрнă.

Манăн «Ырă чĕре» ушкăн пирки сăмах пуçарас килет. Чăнта, унта çурекен вĕренекенсемкăçал чылай ырă ĕç пурнăçланă. Вырăнти пĕтĕмĕшле практикаврачĕн уйрăмĕн тухтăрĕ Анатолий Кольцов ертсе пынипе вĕсем«Кивĕ хут пухса пар» акци йĕркеленĕ. Унта 1-11-мĕш классенчевĕренекенсем пурте хутшăннă.Сăваплă çак ĕçрен ашшĕ-амăшĕте пăрăнса юлман. 1 тонна кивĕхут 10 йывăçа касасран упранине кашниех чухланă-тăр. Акци вăхăтĕнче вĕренекенсем 2 тоннăна яхăн кивĕ хут пухнă. Ун хыççăнвĕсем усă курнă батарейкăсене, аккумуляторсене пухас ĕçе йĕркеленĕ. Акци ертуçи вара каллех- Анатолий Кольцов. Сăмах май, Анатолий Валентинович вырăнти«Ашшĕсенканашĕн» пĕрлĕхĕнертуçи те.

«Асăрханăр, батарейка!» акцие те вĕренекенсем хастар хутшăннă. Пĕр эрне хушшинче ачасем 65 кг юрăхсăра тухнă батарейка пухнă.

Çуп-çаппа пĕрле пăрахнă батарейка тавралăха мĕнле сиенкурет-ши. Паллах, кун пирки чылайăшĕ пĕлмест те пулĕ. Вăтампурне евĕр пĕр батарейка 20-еяхăн тăваткал метр çĕре йывăрметалсемпе варалать. Вăрмантерриторийĕнче вара икĕ йывăçа, икĕ каюрана, пĕр чĕрĕпе тататемиçе пин ăмана пĕтерет.

Паллах, Анатолий Валентинович тухтăр пирки те асăнмасăр иртейместĕп. Вăл тăрăшнипе ялта тĕрлĕ акци ирте. Унтаяланах волонтерсем хутшăнаççĕ. Сăмахран, тухтăр пуçарăвĕпе ялсенче пурăнакансен юн пусăмневиçессине йĕркелеççĕ. Çамрăксем çавна май Турханта çеç мар, ытти яла та çитсе килеççĕ. Хальхи вăхăтра нумай çыннăн юн пусăмĕ виçерен усни палăрать. Вăл вара инкек патне илсе çитерет. Чир-чĕре сирес тĕллевпешăпах çакнашкал акци ирттеретял тухтăрĕ. Унта хăйĕн ачисенете явăçтарать. Сăмахран,ывăлĕДима иккĕмĕш класра çеç вĕренет. Апла пулин те аслисемпепĕрле çак ĕçе хутшăнат. Тепĕрывăлĕ Андрей те хастар. Ахальтен мар вăл кăçал республикăра иртнĕ волонтерсен форумне хутшăнма пултарнă. Андрей«Раççейри Ырă тăвакан - 2018»регион тапхăрĕнчи конкурсраçĕнтернĕ.

Хальхи вăхăтра ачасем тимĕр- тăмăр пухас ĕçре тăрăшаççĕ. Ăна вырнаçтарнă хыççăн тивекенукçапа мĕн тăваççĕ-ши вĕсем.Çак ыйту кăсăклантарчĕ мана. Ялти вăрăм ĕмĕрлĕ ватăсене çăматă туянса парнелеççĕ иккен. 12çын Çĕнĕ çул парнине тивĕçнĕ теĕнтĕ. Çакă мар-и вăл ырă чĕре. Ват çынна сума суни, хисеплени вара нихăçан та çухалмасть, каялла ырăпа таврăнатех. Кинемейсемпе мучисен пилĕ вĕсемпатне çитетех.

«Мĕн хистет сире çакнашкалырă ĕç тума.» - ыйтмасăр чăтаймарăм ял тухтăрĕнчен. «Йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынна пулăшас килет. Хăй вăхăтĕнче маната йывăр чире çĕнтерме чылайçын пулăшрĕ. Çавăнпа манăн таырă ĕç тăвас килет», - терĕ Анатолий Валентинович.

Валентина МАКСИМОВА

Хресчен сасси, 19.12.2018



18 декабря 2018
11:42
Поделиться