Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ентеше сума суса

Патăрьел тăрăхĕнчен чылай çыравçă тухнă. Вĕсенчен пĕри- Марина Федоровна Карягина. Çыравçа, тележурналиста сума суса Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта сăвăç чун-чĕреллĕ шкул ачисемпе вĕсен вĕрентекенĕсем "Марина Карягина вулавĕсем" конкурса пуçтарăнчĕç. Кăçалхипе тăххăрмĕш хут иртрĕ вăл.

Конкурс пуçланиччен унта килнĕ ачасемпе вĕрентекенсем шкулпа, вĕренекенсен ал ĕç ăсталăхĕпе, кружок членĕсен сăвви-калавĕсемпе, кĕнеке куравĕпе паллашрĕç. Хăнасене хỹхĕм хĕр ачасемпе сатур арçын ачасем çăкăр-тăварпа хапăл туса кĕтсе илчĕç.

Мероприятие шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен М. Табакова уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Уява пуçтарăннисене шкул директорĕ А. Логунов саламларĕ. Районти вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Е. Перепелкина конкурса ачасем хаваспах хутшăннине каларĕ. Уява пухăннисем поэтессăн биографийĕ пултарулăхĕ çинчен хатĕрленĕ презентаципе паллашрĕç, иртнĕ çулсенчи конкурс саманчĕсене ỹкернĕ роликсене пăхса киленчĕç. С. Сурков музыкант хатĕрленĕ ачасен концерчĕ те кăмăла кайрĕ пуçтарăннисене. Çавăн пекех ентешĕмĕрĕн "Авăнать шур хурăн" сăввипе кĕвĕленĕ юрă та шăранчĕ залра.

Конкурса хутшăнма кăмăл тăвакансем йышланса пыни, паллах, савăнтарать. Унта вун пилĕк шкултан алла яхăн ача тупăшрĕ. Пуçламăш классем хушшинче çĕнтерỹçĕ ятне Кивĕ Ахпỹрт шкулĕнче 4 класра вĕренекен А. Каргина, 5-7 класра вĕренекенсем хушшинче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 5 класра вĕренекен А. Иванов, 8-9 класра вĕренекенсем хушшинче Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта 8 класра вĕренекен К. Кошкина пулчĕ.

Хутшăннисене пурне те дипломсемпе, çĕнтерỹçĕсене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

М. КАРГИНА

Авангард, 18.12.2018



18 декабря 2018
11:15
Хроника мероприятий
Поделиться