Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Выставка уçăлчĕ

Раççей Федерацийĕн Конституци кунĕнче районти историпе этнографи "Çăкăр" музейĕнче Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулĕн художество уйрăмĕн аслă категориллĕ преподавателĕн М. Шакировăн картинисен куравĕ уçăлчĕ.

Мидхать Алимзянович Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, художниксен, геральдистсен союзĕн, Раççей Федерацийĕн педагог художниксен ассоциацийĕн членĕ.

Выставкăна уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов М. Шакирова 65 çул тултарнă ятпа саламласа Тав çырăвĕпе чысларĕ, ỹнерçĕ район культурипе искусствине аталантарас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывнине палăртрĕ.

Çавăн пекех сумлă лару-тăрура Турхан ял тăрăхĕн гербĕпе ялавне Раççей Федерацийĕн патшалăх геральдика регистрне кĕртнине çирĕплетекен свидетельствăна ял тăрăхĕн ертỹçине А. Еремеева пачĕç. Юбиляра Турханти А. Кокель ячĕллĕ музей администраторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В. Сергеев, Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулĕн директорĕ А. Антонова саламларĕç.

М. Шакиров чылай ачана ỹнер ăсталăхне хăнăхтарнă. Вĕсенчен хĕрĕхĕшĕ ытла хăйсен пĕлĕвне малалла ятарлă вăтам тата художество аслă шкулĕсенче тăснă. Творчествăри ăнтăлушăн Чăваш Республика Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисем те пур. Çав шутра В. Волкова та. Ачасен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе район администрацийĕн пресс-секретарĕ М. Волкова сăмах илчĕ.

Мидхать Алимзянович 40 çул ытла ỹнер ĕçĕнче. Çак хушăра темиçе выставка та йĕркеленĕ. Ĕçре хавхалантарса пыраканĕ вара - мăшăрĕ. Сăмах май, Фаина хăй те 38 çул культурăра вăй хунă.

Искусство шкулĕнчи баян класĕн преподавателĕ А. Абитова хăйĕн вĕренекенĕпе "Желаем счастья на долгие года" юрă парнелерĕ.

Курава уçма хутшăннисем тата Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулăн кĕçĕн класĕсенче вĕренекенсем художникăн ĕçĕсемпе тата ял тăрăхĕсен геральдикисемпе паллашрĕç.

Юлашки вăхăтра М. Шакиров монумент ỹнерĕпе ĕçлет. 2010 çулта унăн проекчĕпе район центрне - Патăрьелне кĕнĕ çĕре архитектурăпа художество композицийĕ туса лартнă. Паян вăл визит карточки вырăнĕнчех. Шăнкăртам, Хирти Пикшик, Ыхра Çырми, Кзыл Чишма ялĕсене кĕнĕ çĕрте те çакнашкал илемлĕх илĕртет. Ỹнерçĕпултарулăхне тивĕçлипех хак- ланă. М. Шакиров Ф. Бурнаш ячĕллĕ премие те тивĕçнĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА



14 декабря 2018
09:50
Поделиться