Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вăтам шкул пĕтерекенсене

ВУЗсем кĕтеççĕ Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче шкулсенчи 9-11 классенче вĕренекенсем республикăри малта пыракан аслă вĕренỹ заведенийĕсен представителĕсемпе курнăçрĕç.

Тĕл пулăва Мускаври политехника университечĕн Шупашкарти институчĕн (филиал) наука ĕçĕпе хушма професси пĕлĕвĕ паракан директорĕн çумĕ В. Че- гулов, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн воспитани енĕпе ĕçлекен проректорĕ И. Царевский, И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн йышăну комиссийĕн яваплă секретарĕ Н. Петров, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чă- ваш патшалăх педагогика университечĕн профориентаци ĕçĕн центрĕн начальникĕ С. Владимирова, Раççей коопераци университечĕн Шупашкарти коопераци институчĕн (филиал) вĕрентỹ тивĕçтерĕвĕпе профориентаци ĕçĕсен пайĕн начальникĕ О. Малофеева, Раççей халăх хуçалăх академийĕн тата РФ Президенчĕ çумĕнчи патшалăх службин Шупашкарти филиалĕн йышăну комиссийĕн яваплă секретарĕ А. Ефимова хутшăнчĕç.

Район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова 2017-2018 вĕренỹ çулĕнче шкулсенчен 165 ача вĕренсе тухнине, вĕсенчен 46-шĕ "Вĕренỹри пысăк çитĕнỹсемшĕн" ылтăн медале тивĕçнине палăртрĕ. Çакă хăйех алла аттестат илнĕскерсем Раççейри тата регионти малта пыракан аслă шкулсенче малалла вĕренме кăмăл тунине çирĕплетет те ĕнтĕ.

Преподавательсемпе профориентаторсем аслă шкулсене вĕренме кĕмелли условисемпе, вĕренỹ учрежденийĕсемпе паллаштарчĕç. Студент-волонтерсем хăйсен интереслĕ пурнăçне кăтартрĕç, ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Шупашкарти политехника институчĕн пĕрлештернĕ команди КВНри самантсемпе, ташă коллективĕ, Пĕтĕм Раççейри "Раççей сассисем" вокал ăсталăх конкурсĕн лауреачĕ Д. Потапова, 6 курс студенчĕ А. Пахалов пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç.

Пулас профессие тĕрĕс суйласа илме çăмăлах та мар иккен. Тĕл пулу хыççăн хăйсен шухăш-кăмăлне кашниех çирĕплетме пултарчех.

А. ИВАНОВА



14 декабря 2018
09:31
Хроника мероприятий
Поделиться