Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Санаторинче сипленеççĕ, сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ

СЫВЛĂХ - чи хаклă пуянлăх. Çулсем аслăланнăçем ăна вăхăтран-вăхăта больницăра е санаторинче çирĕплетсен тата аван. Тивĕçлĕ канăва кайнисем çапла тума тăрăшаççĕ те. Вĕсем районти социаллă хỹтлĕх пайĕ пулăшнипе республикăри "Вега" сиплев учрежденийĕнче пулаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансенчен 40-шĕ санаторинче каннă. Декабрь уйăхĕнче Чăваш Енри 95 çынна путевка панă. Вĕсенчен виççĕшĕ пирĕн района тивĕçнĕ.



14 декабря 2018
10:21
2018 год
Поделиться