Ырă тĕслĕх кăтартаççĕ
Патăрьел районĕнчи мĕн пур йышши хуçалăхсенче ашлăх выльăх тата кайăк-кĕшĕк тоннăпа кăçалхи кăрлач-чук уйăхĕсенче иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 17% нумайрах çитĕнтернĕ, сĕт 2% ытларах суса илнĕ.
Ял хуçалăх организацийĕсем вĕсен производствине - 10%, сĕтĕнне 8%устернĕ. Хресчен-фермерхуçалăхĕсем те ăна 7% нумайрах сунă. Районти ял хуçалăх специалисчĕсен кăмăлне çĕклекен тĕслĕхсенчен пĕри - ял хуçалăх рганизацийĕсенче кашни ĕнерен вăтамран 5254 килограмм сĕт суса илни /пĕлтĕрхи палăртнă хушăра - 4981/. Çулталăк вĕçлениччен кăтарту лайăхланать.
Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăха – 19757, вăл шутра сăвакан 8376 ĕнене /2017çулхи вун пĕр уйăхринчен 1% нумайрах/ шута илнĕ.
Çакна чи малтанах ял хуçалăх организацийĕсемп ефермер хуçалăхĕсенче сăвакан ĕне кĕтĕвĕ самаях хушăннипе ăнлантармалла.
- Выльăха ăнăçлă хĕл каçарма апат кашни пуç валли вăтамран 29 центнер единици хатĕрлерĕмĕр, - пĕлтерчĕ район администрацийĕн пулăхĕн çумĕ Леонид Кузнецов. - Продуктивлăха устерме вăл çителĕклĕ, çавăнпа ферма ĕçченĕсенчен кăтартăва лайăхлатасса кĕтетпĕр.
Куратпăр ĕнтĕ, район выльăхран продукци илессипе кăçалхи плансене ирттерсе тултарать. Патăрьелсем ыттисене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, вĕсенчен вĕренесчĕ.
Хфпар, 14.12.2018