Волонтерсем ыр кăмăллăхпа та, юрă-ташăра та палăраççĕ
Ырă туни ырăпах таврăнать. Кун пирки аслисем те, çамрăксем те асрах тытаççĕ. 2018 çул Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕ пулнă май пулăшас кăмăллисем, вĕсене урăхла халь волонтерсем теççĕ, тата нумайланчĕç. Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулта районти ача-пăча пултарулăх çурчĕ йĕркеленипе иртнĕ "Чи лайăх волонтер отрячĕ - 2018" конкурс та çакна çирĕплетме пулăшрĕ. Мероприятие 14-18 çулти ачасенчен йĕркеленнĕ 12 ушкăн хутшăнчĕ. Вĕсем хăйсен опычĕпе, волонтер пурнăçĕпе презентаци туса, çынсене йывăр вăхăтра алă тăсса панă самантсемпе паллаштарчĕç. Çавăн пекех юрă-ташăра маттуррине те конкурссенче кăтартрĕç. Ачасем пĕринчен тепри хастар пулнăран тỹресене те çĕнтерỹçĕне суйлама çăмăлах пулмарĕ.
"Чи лайăх волонтер отрячĕ" ята Турханти вăтам шкулти "Ырă чĕре" ушкăн тивĕçрĕ. Иккĕмĕшне - Шăнкăртамри иккĕмĕш тата пĕрремĕш, виççĕмĕшне Пăлапуç Пашьелĕнчипе Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкул вĕренекенĕсем йышăнчĕç. Ытти пĕлỹ çурчĕсенчен килнĕ командăсем те тĕрлĕ номинацире палăрчĕç.
(Хамăр корр.).