Тĕп ыйтусене сÿтсе яврĕç
Раштавăн 3-мĕшĕнче Патăрьел районĕн администрацийĕнче организаци-предприятин, ял тăрăхĕсен,Ĕ райадминистраци пайĕсемпе уйрăмĕсен пуçлăхĕсен анлă ларăв ĕиртрĕ.
Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ- финанс пайĕн пуçлăхĕС.Чернова ертсе пычĕ.
Налук службин районсен хушшинчи 2-мĕш инспекцийĕн пуçлăхĕ В.Антонов. социллă страховании фончĕн уполномоченнăйĕ Л.Кадкина, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ В.Спиридонов, тĕп больница врачĕ Г.Петрова, райадминистрацин социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пайĕн тата ятарлă программăсен пайĕн ертуçисем А.Кудановăпа Г.Каллин, пушар надзорĕн пуçлăхĕ А.Тукмаков сăмах каларĕç.
Кăçалхи вун пĕр уйăхра районăн мĕн пур шайри бюджетĕнче 482, 2 млн тенкĕ - иртнĕçулхинчен 59 млн тенкĕ нумайрах – пуçтарăннă. Ку -лайăх кăтарту, анчах мĕн пăшăрхантарать-ха. Раштавăн 3-мĕшĕччен транспортшăн, çĕршĕн, пурлăхшăн налук куçармалли тапхăр вĕçленнĕ. Парăмçăсен пени тулеме тивет. Шăнкăртам ял тăрăхĕнче пурăнакансем техникăшăн татăлма васкамаççĕ. В.Антонов рейд ытларах йĕркелеме сĕнчĕ.
Социалл ăстраховании фончĕн тепĕр çĕнĕлĕхĕ, 2019 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ĕçлекен çынсене больницăра сипленнĕшĕн, 1,5 çулччен килте ачапа ларакансене памалли укçана банкри счет çине куçарма е почта урлă çитерме пуçлать. Районта производствăна усă куме пултаракан 1000 ытла инвалид. Кăçал 24,5% ĕçе вырнаçтарнă.
Чир-чĕре маларах тупса палăртас тĕллевпе пирĕн районта та диспансеризаци ирттереççĕ, анчах пурте больницăна каймаççĕ. Кăçал унта 6840 çынна кĕтнĕ, сывлăха 90% тĕрĕслеттернĕ.
Кĕçех - Çĕнĕ çул. Лавккасене, организаци-предприятие, уйрăм çынсен çурт - йĕрне тĕрлĕ тĕслĕ теттепе, йăлтăрахах-çутăпа илемлетрĕç ĕнтĕ. А.Куданова раштавăн 10-мĕшĕнчен пуçласа çитесç улхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен уява чи лайăх хатĕрленнисене палăртма «Çĕнĕ çул серпантинĕ» конкурс ирттерессине пĕлтерчĕ.
Хыпар, 02.12.2018