Килĕштерсе пурăнни паха
Патăрьел тĕрлĕ наци çыннисене пĕрлештерет. Ял йышăнакан лаптăк çуллен сарăлать, вăй илет, капăрланать.
Патăрьел ял тăрăхĕнче 6700 çын пурăнать.
- Пирĕн тĕллевсенчен пĕри - çынсене лайăх пурăнма, усăллă канма майтуса парасси, нацисен хушшинчи туслăха çирĕплетесси, - терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков. - Ку ĕçе районадминистрацийĕпе, ял тăрăхĕн депутачĕсемпе тата старостисемпе, общество канашĕн членĕсемпе, ытти пĕрлĕхпе пĕрле пурнăçлатпăр. Килĕшулĕх - ăнăçу никĕсĕнче! Патăрьел çĕнелни, кунта пурăнакансен, хăнасен кăмăлне кайни савăнтарать. Юлашки çулсенче кану вырăнĕсене хăтларăмăр.
Кăçал «Хальхи хула хăтлăхĕ» программăна пурнăçласа Кепе юхан шывĕнпĕр тăрăхне тирпей-илем кĕртессипе ĕçпуçларĕç. Иртнĕ çулсенче çыранăн икĕенĕпе те тирпейсĕрлĕх хуçаланатчĕ. Çак вырăн улшăнчĕ, çыран хĕррисене çирĕплетрĕç, брусчаткăран тротуарсем турĕç, карта тытрĕç, анса хăпарма картлаçсем хыврĕç, çутăпа тивĕçтерчĕç.
Патăрьелти нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕнче ача-пăча валли икĕ лапам уçрĕç. Ял тăрăхĕнче тĕрлĕ наци культурине аталантарассишĕн, йăли-йĕркине упраса хăварассишĕн тĕллевлĕн ĕçлеççĕ. Чи пĕлтерĕшли - ял уявĕ. Юрă-ташă сцена çинче чăвашла, вырăсла, тутарла черетленсе пыни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Кунтах ял хастарĕсемпе ĕç паттăрĕсене чыслаççĕ. Спорт ăмăртăвĕсем уява илем куреççĕ. Вĕсем – çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх
Хыпар, 07.12.2018