Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Елка, елка, капăр елка, симĕс-симĕс йĕпписем...

ÇĔНĔ ÇУЛ кунсерен çывхарса та çывхарса пырать, çавна май предприяти-организаци, çуртсен умĕсене хитрелетме пуçларĕç. Килте те чылайăшĕ чăрăша капăрлатма ĕлкĕрнĕ. Район администрацийĕ умĕнчи елкăна та халь пăхса ытармалла мар. Каçсерен вăл тĕрлĕрен тĕслĕ çутăпа ялтăртатнăран таçтанах курăнать. Декабрĕн 19-мĕшĕнче Хĕл Мучисемпе Юр пикесем тата ытти хăнасем ватти-вĕтти кĕтекен уява пуçлама шăпах ун патне 16 сехетре пуçтарăнĕç. Декабрĕн 26-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн елкине йĕркелеме палăртнă.

Уяв кăмăллă ирттĕр тесен пурин те пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнмалли пирки те манмалла мар. Чăрăш çине хутран касса тунă теттесем, вут хăвăрт хыпса илекен япаласем çакма, çавăн пекех çывăхра бенгаль çулăмĕсене çутма, шартлатса çурăлакан япаласемпе (хлопушкăсемпе) сирпĕтме юрамасть.



11 декабря 2018
13:57
Поделиться