Техникăна тимлĕх кирлĕ
Ĕççинчен пушаннă техникăна - комбайнсене, кăкарса çỹремелли агрегатсене- кĕркуннех хĕле хатĕрлесе лартмалла. Арпа-улăмран, курăк юлашкийĕсенчен тасатмалла, гидроцилиндрсене склада хумалла. Тутăхакан пайсене ятарлă шĕвекпе сĕрмелле. Уй-хир "карапĕсене" тата кăкарса çỹремелли хатĕрсене пукансем çине вырнаçтармалла е хỹтĕ вырăна илсе кĕмелле.
Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче техникăна хĕле еплерех хатĕрленине пăхма ятарлă комисси рейда тухрĕ. Вĕсем çак кунсенче "Батыревский" пĕрлешỹре, Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче, "Колос", "Красное знамя" тата ытти хуçалăхсенче пулчĕç.
О. ПАВЛОВА
"Авангард" (газета Батыревского района)