Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пур районта та

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри Ачасене право пулашăвĕ памалли кун иртнĕ.

Çавна май республикăра тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ: ятарлă консультацисем, уçă алăксен кунĕсем, пултарулăх конкурсĕсем, лекцисемпе семинарсем, класс сехечĕсем, хĕрÿ линисем, тĕлпулусем. Сăмахран, Патăрьел районĕнче ĕнер тăлăхсене çемье хÿттине илес тĕлĕшпе граждансемпе консультацисем ирттернĕ, сусăр ачасен ашшĕ-амăшĕпе те тĕл пулса калаçнă, социаллă тÿлев, пенси, алимент пирки те сăмах хускатнă. Канаш районĕнче «Пирĕн ачасен прависем çинчен», «Право пур» информаци буклечĕсем хатĕрленĕ, Комсомольски районĕнче ача-пăча конкурсĕ, уçă урок иртнĕ. Елчĕк районĕнче право пулăшăвĕ паракан 2 консультаци пункчĕ ĕçленĕ. Ачасен прависемпе интересĕсене, ирĕкĕсене хÿтĕлессипе çыхăннă ыйтусемпе вĕренекенсене тата ашшĕ-амăшне Елчĕкри нумай функциллĕ центрти консультаци пунктĕнче кунти ĕçчен семпе пĕрле район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕсем, адвокат, педагог-психолог йышăннă.

Çакнашкал мероприятисене кашни районтах йĕркеленĕ.



"Хресчен сасси"
20 ноября 2018
14:51
Поделиться