Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ялне кура йăли, сурпанне кура тĕрри

Кашни халăхăн хăйĕн тĕрри-çĕвви, йăли-йĕрки, культури. Ăна пурнăçра çитĕнекен ăру валли хăварас, çамрăксене ваттисен халалне вĕрентес, ырă та пархатарлă йăлана ламран-лама куçарса пырас ĕç районти кашни ялта тĕрлĕрен. Тĕнчипе палăрнă Алексей Кокель ỹнерçĕ çĕршывĕнче, Турхан тăрăхĕнче, халăх культурине аталантарас, несĕлĕмĕрсенчен юлнă йăласене упраса хăварас, çавна май çынсене туслă та килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса пурăнма хавхалантарас тĕлĕшпе мĕнле ĕçлесе пыраççĕ-ши? Халăх хавалĕ мĕнле шайра? Çак тата ытти ыйтупа кăсăкланса пирĕн хаçат сотрудникĕ Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕпе Иван Васильевич Даниловпа тĕл пулса калаçнă.

- Иван Васильевич, 1700 çын пурăнакан сирĕн ял тăрăхĕнчи тăватă ялта та чăвашсем тĕпленнĕ. Ытти наци çыннисем, ют чĕлхепе калаçакансем çукпа пĕрех. Çавăнпа та çĕршер çул каялла сирĕн вăрман тăрăхне килсе вырнаçнă чăваш халăхĕн йăлипе культурине çамрăк ăру валли хăварас тĕлĕшпе мĕнлерех ĕçлесе пыратăр?

- Кирек мĕнле чĕлхепе хутшăнакан çыншăн та эпир пĕрле тытса пыракан йăла-йĕрке культура аталанăвĕн пуçламăшĕ тесех шутлатăп. Ку тĕлĕшпе эпир те хăш-пĕр ĕçе пурнăçласа пыратпăр темелле. Чăн малтанах ял тăрăхĕнче йăлана кĕнĕ, халăх вăйĕпе йĕркеленекен уявсене асăнса хăварас килет. Çулсеренех паллă тăвакан ял уявĕсене ватти те, вĕтти те чăтăмсăррăн кĕтет. Упамсасем ăна Питравра, Хурама Тварсем Иленте йĕркелеççĕ, ыттисем Тройцăра ял лапамне пуçтарăнаççĕ.

Хальхи вăхăтра ялсенчи, районта иртекен Акатуй-Сабантуй чăнласах та халăха пĕрлештерекен, пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе çеç мар, вырăнсенчи авалхи çи-пуçпа, пỹрт-çурта капăрлатакан тĕрĕ-çĕвĕ таврашĕпе, ĕлĕкхи савăт-сапапа, ĕçми-çимипе, ытти ял çыннисемпе паллашма май паракан пысăк та пĕлтерĕшлĕ уяв. Сăмах май каласан, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ака-суха ĕçĕ хыççăн кĕрлекен пĕрлехи уяв çултан-çул аякка кайса пырать пулин те, унăн пĕлтерĕшĕ, сумĕ ỹссех пырать. Иртнĕ çул кашни ял тăрăхĕ хăйсен "çуртне" çĕнетсе улăштарни те çакнах çирĕплетсе парать.

- Вырăнта православи тĕнĕн уявĕсене паллă тăвасси мĕнле пулса пырать-ши? Христос тĕнĕпе çыхăннă праçниксене халăх мĕнлерех хавхаланупа хутшăнать?

- Тĕн вăл ĕненỹ çеç мар, халăхăн тĕнчекурăмĕпе ăс-хакăлĕ çинче никĕсленсе тăракан йăласен тытăмĕ те. Хальхи вăхăтра ватти-вĕтти кĕтекен праçниксен праçникĕ Мăнкун шутланать. Паллах, ун чухне ĕлĕкхилле ратни-ратнипе пĕр-пĕрин патне ĕрете çỹрекенсем сахалланса пыраççĕ пулин те, çынсем Христос чĕрĕлнине унчченхи йăлапах кĕтсе илеççĕ: çурт-йĕре тасатаççĕ, хă-ват çитерекенсем типĕ тытса чиркỹсенче çылăхĕсене каçарттараççĕ, Турă юнне ăша илеççĕ, праçник ячĕпе çăмарта хĕретеççĕ...

Кăшарнинче сăвапланă вакăра шыва кĕрсе тасаласси, Питравра халăхпа вăййа тухасси те ырă йăларах тесе каламалла. Упамсасемшĕн Питрав - престол праçникĕ шутланать. Ун чухне çак ялта чăн-чăнах та çулсеренех пысăк уяв иртет. Кунта Г. Вавилов хастар старостăпа депутатсем пĕрлехи вăйпа çак уяв сĕмне кашни çулах вăйлатса пыни те кăмăллă. (ỹкерчĕкре унăн саманчĕ).

- Салтака ăсатасси, çемьене "çĕнĕ кайăк" хушăннине паллă тăвасси, çĕнĕ пỹрт "яшкине" пĕрле çиесси ялсенче мĕнлерех пулса пырать-ши? Паянхи çамрăксем асатте-асаннесен çак йăлисене тытса пыраççĕ-и?

- Эпир çамрăк чухнехипе танлаштарсан уявсен сĕмĕ улшăнчĕ, паллах. Апла пулин те, ялсенче çак йăла-йĕрке пурнăçланса пырать-ха. Хальхи вăхăтра, акă, шăпах Тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме каймалли кĕркуннехи тапхăр пырать. Пирĕн ял тăрăхĕнчен виçĕ каччă салтак тумне тăхăнĕ. Нумаях пулмасть Косойкинсем хăйсен Дмитрий ывăлне сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе таврăнма пил пачĕç. Çак ятпа тăванĕсемпе, çамрăксемпе ăсату каçне йĕркелерĕç. Салтака кайма ят тухнă каччăсем унчченхиллех ял йĕри-тавра салтак юрри юрласа çỹреççĕ, ваттисенчен пил илеççĕ. Ача çуралнă е çĕнĕ çурта пурăнма куçнă савăнăçа та çывăх çынсемпе пĕрле пайлаççĕ. Ырă йăласене, халăхпа туслă, тăванла пурăнма май паракан пулăмсене малашне те манас марччĕ. Телее пĕрле пайласан нумайланать, инкеке пайласан сахалланать теççĕ. Çапла пултăрахчĕ малашне те.

- Тавах сире, Иван Васильевич, калаçушăн. Сире хăвăрăн малашнехи ĕçре ăнăçу сунатăп.

Альбина ЕГОРОВА калаçнă



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 ноября 2018
10:02
Поделиться