Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Туслăх пурне те пĕрлештерет

Районти "Çăкăр" историпе этнографи музейĕ çĕр шыври "Искусство каçĕ" акцие хутшăнса халăхсен туслăхне, пĕрлĕхне çирĕплетсе паракан мероприяти йĕркеленĕ. Çак тĕллевпе вĕсем чăн малтанах Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çеç мар, Раççейри тĕрлĕ наци халăхĕн çи-пуçĕпе капăрланнă. Алă ăстисем, кулинари çимĕçĕн маçтăрĕсем уява тата ытларах пуянлатнă. Сĕтел çинчи техĕмлĕ капăртма-хуплу, чак-чак, шăрттан тата ытти çимĕç те куçа илĕртнĕ. Кунтах Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсенчи М. Воронова, Э. Сейфуллина, Л. Перхиева, Р. Илюткина, О. Спинова вĕрентекенсем çекĕлпе тата спицăпа ăста çыхмалли вăрттăнлăхпа паллаштарнă. Районти централизациленĕ библиотека системинчи Н. Исаева библиотекарь ачасемпе ирттернĕ "Музей лабиринчĕ" квест та пуриншĕн те кăсăклă иртнĕ.

Уява хутшăннă хăнасем юлашкинчен пурте пĕрле чăваш, вырăс, тутар юррисене кăмăлтан шăрантарнă. Марина Михайлова купăсçă уявра пурин кăмăлне те тупма тăрăшнă.

- Çĕр çинче чи кирли - халăхсен туслăхĕ. Вăл пурне те пĕр чăмăра пĕрлештерет,- тенĕ музей диркторĕ В. Маллина искусство каçне пĕтĕмлетнĕ май.

(Хамăр корр.)



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 ноября 2018
09:58
Поделиться