Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Географи диктанчĕ

Районти шкулсенче географи предметне вĕрентекен учительсен пĕр ушкăнĕ (Турханти вăтам шкулти В. Башмаков, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Кузнецова, Хирти Пикшикри вăтам шкулти Э. Молотков, Первомайскинчи вăтам шкулти Н. Янасловăпа Н. Тихонова, Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Р. Вахитова) Комсомольскинчи пĕрремĕш вăтам шкулта Пĕтĕм Раççейри акцие явăçса вырăс географи обществи йĕркеленĕ географи диктантне хутшăнчĕç.

Кăçалхипе вăл тăваттăмĕш хут пулчĕ. Предметниксем 30 ыйту çине хуравларĕç. Вĕсене пурне те хамăр çĕршывпа çыхăнтарнă. Хула ячĕсене пĕлмелле, вĕсен историне аса илмелле, Раççейпа çыхăну тытакан çĕршывсене палăртмалла, Арктикăра хĕвел хăш енчен тухнине хуравламалла, çĕршыври чи çỹллĕ шывсиккине çырмалла, хуласенче (йĕркипе палăртса) хăшĕнче маларах кун çути килнине асра тытнине çирĕплетмелле. Метро станцийĕсене панă. Вĕсем хăш вырăнта иккенне палăртмалла. Çавăн пекех çут çанталăк пурлăхĕсем, çул çỹревçĕсем çинчен, производствăпа, тĕрлĕ географи объекчĕпе çыхăннă ыйтусене те пĕлмелле.

Географсене йывăрлăх кỹмерĕ диктант. Ĕçпе çыхăннăскере вĕсем çăмăллăн çырчĕç.

С. ЕЛКИН, Сăкăтри вăтам шкулти географи учителĕ



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 ноября 2018
09:55
Поделиться