Шыври ăмăртура та малта
Комсомольскинче Раççей тĕнче класлă спорт мастерĕн С. Яковлевăн парнисене çĕнсе илессишĕн акватлонпа республика ăмăртăвĕсем иртрĕç. Вĕсене пирĕн районтан 20 ытла спортсмен хутшăнчĕ. Çивĕч кĕрешỹре хăйсен виçе ушкăнĕнче Н. Перепелкин (тренерĕ В. Карягин), С. Кальметова, О. Краснова, Е. Селиванов (В. Платонов, С. Рубцова) çĕнтерỹçĕ пулчĕç. В. Марков, Е. Гаврилова, А. Горшков иккĕмĕш, Н. Мазяков, В. Рубцов, М. Сейфуллина (тренерĕ В. Карягин) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Мала тухнисемпе призерсем С. Яковлев ячĕпе çирĕплетнĕ медальсене, грамотăсене, хаклă парнесене тивĕçрĕç.
А. ИВАНОВА
"Авангард" (газета Батыревского района)