Чи лайăххисен шутне кĕнĕ
Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ "Раççейри ачасене хушма пĕлỹ паракан чи лайăх 100 организаци" конкурсра "Ачасемпе çамрăксен чи лайăх спорт шкулĕ - 2018" номинацинче лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Унăн ертỹçи Алексей Краснов "Çулталăк директорĕ - 2018" хисеплĕ паллăна тивĕçнĕ.
Савăнăçлă мероприяти Питĕр хулинче иртнĕ, пысăк чыса тивĕçнисене Пĕтĕм Раççейри "Пуласлăх шкулĕ. Раççейри хальхи шкулсен проблемисемпе перспективлă аталанăвĕ" VII вĕрентỹ форумĕнче саламланă.
"Раççейри чи лайăх 100 шкул" конкурсра çĕнтерни - вĕрентỹ облаçĕнчи чи пысăк çитĕнỹсенчен пĕри. Шăпах çакăнта вăйлă шкулсене, гимназисемпе лицейсене тата хушма пĕлỹ паракан учрежденисене палăртаççĕ.
О. БЕЛЬДЕКОВА