Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районта - ача прависен уполномоченнăйĕ

Октябрĕн 23-мĕшĕнче районта Чăваш Республикинчи ача прависен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина ĕçлĕ çул çỹревпе пулчĕ.

Чăн малтанах вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа курнăçса муниципалитет территоринче ачасен прависене хỹтĕлекен районти службăсен ĕçĕпе, ăнăçсăр çемьесенчи, ятарлă учетра тăракан çул çитмен ачасемпе мĕнле ĕçленипе паллашрĕ, витĕмлĕ сĕнỹсем пачĕ, граждансене хăйсене пăшăрхантаракан ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата Туçари вăтам шкулсене çитсе ачасен апатланăвĕпе, меню пуянлăхĕпе, шкул тулашĕнчи ĕçсемпе паллашрĕ.

Чăваш Республикинчи ача прависен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина ĕçлĕ çул çỹрев вăхăтĕнчех район администрацийĕн çул çитмен ачасен ĕçĕсемпе тата вĕсен правине хỹтĕлекен комиссин анлă ларăвне те хутшăнчĕ.

Пепке сывă та, тĕреклĕ те, телейлĕ те ỹстĕр

Анлă лару ĕçне çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, район администрацийĕн çул çитмен ачасен ĕçĕсемпе тата вĕсен правине хỹтĕлессипе ĕçлекен комисси председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, район прокурорĕ Николай Осипов хутшăнчĕç.

Ларура паянхи кун пурне те пăшăрхантаракан çивĕч ыйтусене хускатрĕç: районта социаллă хỹтлĕхсĕр ачасемпе профилактика ĕçĕ ирттересси, çул çитмен ачасене преступлени тăвассинчен асăрхаттарасси, йывăр лару-тăрури çемьесемпе ĕçлесси тата ытти те. Кун йĕркине лартнă калаçу темисем пурте ачан сывлăхĕпе, аталанăвĕпе, унăн малашлăх шăпипе çыхăннăскерсем.

Паян çĕр çинче пуçласа сас паракан кашни пепкех телей курма тивĕç пулин те, пурнăçра урăхла та пулса тухать. Тĕрлĕ сăлтавпа сусăр, тăлăх, йывăр условинче çитĕнекеннисем те пур. Пирĕн районта çакнашкал ушкăнрисем пурте хỹтлĕхре, тимлĕхре. Район администрацийĕн опекăпа попечительство секторĕн заведующийĕ Татьяна Чылыкова хăйĕн докладĕнче социаллă хỹтлĕхсĕр, тăлăх, усрава илнĕ ачасем, вĕсемпе мĕнле ĕçлени тата профилактика мероприятийĕсем йĕркелени пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Паянхи кун Юхмапа Пăла тăрăхĕнче хăйсен ачисене тивĕçлĕ воспитани парса çитереймен 55 çемье шутра. Вĕсенче çул çитмен 130 ача çитĕнет. Юлашки çулсенче социаллă хỹтлĕхсĕр юлнă ачасем районта чакса пынине палăртрĕ Татьяна Леонидовна.

Хальхи вăхăтра пурне те пăшăрхантаракан тепĕр ыйту - çул çитмен ачасем преступлени туни. 2018 çулта районти çул çитмен ачасен правине хỹтĕлекен комисси ларăвĕн йышăнăвĕпе çул çитмен 9 ачана право йĕркине пăснăшăн профилактика учетне тăратнă. Ку ыйтăва район прокурорĕ Николай Осипов та çивĕчлетрĕ. "Ачасем преступлени тăвасси ỹсни профилактика субъекчĕсене малашне хăйсен ĕçне вăйлатма, тимлĕрех ĕçлеме хистет. Шкулсемпе ача сачĕсенче хăрушсăрлăх ыйтăвне те тĕп вырăна хумалла. Терроризмпа экстремизмран, усал пулăмсенчен асăрханмалла",- терĕ Николай Владимирович.

Районти çул çитмен ачасен правине хỹтĕлекен комисси председателĕ Светлана Чернова яш-кĕрĕм пурнăç çулĕ çине тăма хатĕр пулччăр тесен профилактика субъекчĕсемпе пĕрлех вырăнти администрацисен, ытти обществăлла организацисен те айккинче тăмалла маррине тепĕр хут асăрхаттарчĕ.

Юлашкинчен Чăваш Республикинчи ача прависен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина хăйĕн ĕçлĕ çул çỹревне пĕтĕмлетрĕ, ырă самантсемпе пĕрлех шкулта тата ача садĕнче ачасен апатланăвĕпе, меню йĕркине пăхăнассипе тата ыттипе çыхăннă çитменлĕхсене те палăртса хăварчĕ. Ку тĕлĕшпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕ.

А. ЕГОРОВА

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 октября 2018
09:31
Поделиться