Патăрьел районĕ
9 уйăхра районта 238 ача çуралнă: 118 арçын ача, 120 хĕрача. Пĕлтĕр вара 252 пепке кун çути курнă. Шел те, вилекенсен йышĕ çуралакансенчен ытларах. Октябрĕн 7-мĕшĕ тĕлне 442 çын пурнăçран уйрăлнă. Çак кăтарту пĕлтĕрхинчен ытларах.
Кăçалхи 9 уйăхра районта 142 туй кĕрленĕ, 41 мăшăр уйрăлнă.
"Хресчен сасси"