Библиотека фончĕ пуянланать
БИБЛИОТЕКĂН тĕп пуянлăхĕ - кĕнеке. Унта кашнийĕн кăмăлне каякан литература пур, çавăнпах ачасене кăна мар, аслă çултисене те час-часах курма пулать. Пĕрисем кунтах вулаççĕ, теприсем килĕсене илсе кайса "шĕкĕлчеççĕ". Вĕсен хушшинче вулакансем кăна мар, парнелекенсем пурри те савăнтарать. Нумай пулмасть "Раççейри пенсионерсен канашĕ" пĕрлешĕвĕн регионти уйрăмĕн Патăрьелĕнчи председателĕ Т. Полякова библиотекăн фондне тата пуянлатма пулăшнă. Татьяна Александровна килĕнчен 200 ытла кĕнеке илсе килсе панă. Вĕсем хушшинче детектив, юрату романĕсем, фантази, классикăлла литература тата ытти те чылай. Сăмах май, унччен маларах та çакăн пек тĕслĕхсем пулнă. Г. Раськина, Н. Урукова, Л. Ижедерова, А. Клементьева, А. Сафьянова тата ыттисем те ырă кăмăллăх çулĕ çине тăнă. Çавăн пекех вуласа тухнă кĕнекесене Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕ çумĕнчи "Юбилейлă" скверти урамри библиотекăна та килсе хума май пур. Унпа усă куракансем те йышлăн.