Спорт ветеранне асра тытса
Шăнкăртам вăрманĕнчи " Хĕвеллĕ" уçланкăра лашасен кăçалхи спорт сезонне хупнă май ăмăртусем иртрĕç. Ăна лаша спорчĕн ветеранне Ф. Фазлеева халалларĕç. Уява уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, ачасемпе çамрăксен "Паттăр" спорт шкулĕн директорĕ А. Краснов, Фаяз Хамматович мăшăрĕ Диня Нурисламовна, ывăлĕ Аяз, хĕрĕ Диля тата çывăх çыннисем хутшăнчĕç. Ф. Фазлеева районти лаша ăмăртăвне хутшăнакансем çеç мар, Чăваш Енри çак спорта кăмăллакансем те пĕлеççĕ.
Ăмăртусене Патăрьел, Шăмăршă, Тутарстан Республикинчи Пăва районĕсенчи тата Шупашкар хулинчи чи лайăх юртă лашасем хутшăнчĕç. 10 чупу иртрĕ. Пурте мала тухассишĕн талпăнчĕç. Йăпанчăк тупăшура Кивĕ Ахпỹртри В. Павлов "Акцент", Пăлапуç Пашьелĕнчи С. Кузьмичев "Комбинатор", Кзыл Камышри Г. Кеметов "Арбат" юртă лашисемпе йĕркипе шутласа пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Финалта Шăнкăртамри А. Хамбиков "Синематографпа" пĕрремĕш, ФСК "Паттăрти" А. Краснов "Победительпе" иккĕмĕш, Шупашкарти В. Краснов "Ливерпуль Локкпа" виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.
А. ИВАНОВА