Ретро автомашинăсен куравĕ кашнине пулĕ хапăл
ÇАР техникипе тата ретро автомобильсемпе, вĕсен историйĕпе паллаштарас тĕллевпе тата Автомобилистсен кунне халалласа октябрĕн 26-мĕшĕнче районта ĕлĕкхи техникăн конкурс-куравĕ иртет. Унта пур организаци-предприяти, автомашинăна юратакансем хутшăнма пултараççĕ.
Конкурса 1980 çулччен тата 80 çулсенче кăларнă, ăстасем хăйсем тунă, шал е тул енчен улăштарнă транспорта, УАЗ машинăсене илсе килмелле. Техника юсавлă тата çула тухма юрăхлă пулмалла. Мероприятие хутшăнас кăмăллисен Патăрьел ялĕнчи Ленин проспектĕнчи 5-мĕш çуртри 14-мĕш кабинета (Патăрьел район администрацийĕ) заявка илсе килсе памалла, тĕплĕнрех 6-11-78 телефон номерĕпе шăнкăравласа пĕлме пулать.
Курав Патăрьелĕнчи Ленин ячĕллĕ лапамра иртет, 12 сехет те 30 минутра пуçланать.