"Ылтăн кĕркунне" куравран - ылтăн медальсемпе
Октябрĕн 10-13-мĕшĕсенче РФ Ял хуçалăх министерстви Мускавра агропромышленность комплексĕн "Ылтăн кĕркунне" куравне йĕркеленĕ.
Кăçал уява Раççей Федерацийĕнчи 49 субъект тата 14 ют çĕршыв хутшăннă. Чăваш Республикинчи агропромышленность комплексĕнчи 39 предприятипе организаци куравра пулнă, 73 тĕрлĕ продукци тăратнă.
Республикăран кайнă делегацие ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов ертсе пынă. Ушкăнра район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, "Исток" агрофирма директорĕ А. Илюткин, "Батыревский" пĕрлешỹ ертỹçи П. Ялуков тата Р. Санзяпов фермер та пулнă. Сăмах май, çакна та палăртма кăмăллă: район 2002 çултанпа çулленех "Ылтăн кĕркунне" курава хутшăнать. Патăрьелсем Раççейĕн тĕп хулинчен çулленех тĕрлĕ хисеппе килеççĕ. Акă, 2016 çулта Р. Санзяпов фермер "Çемьепе ĕçлекен чи лайăх выльăх-чĕрлĕх ферми", "АЛИ" кооператив "Чи лайăх ял хуçалăх потребитель кооперативĕ" номинацисенче ылтăн тата кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ. Пĕлтĕр вара 6 медальпе таврăннă. "Патăрьел сĕчĕ" кооператив "Чи лайăх ял хуçалăх потребитель кооперативĕ" хисепе çĕнсе илнĕ, "Ял территорине тăнăçлă аталантарас сферăра пысăк кăтартусем тунăшăн" номинацире Шăнкăртам ял тăрăхĕ палăрнă. Ыхра Çырминчи Р. Санзяпова "Пысăк пахалăхлă çимелли продукци хатĕрлекен" конкурсра икĕ ылтăнпа икĕ кĕмĕл медаль парса сумланă. Кăçал та фермер пушă алăпа таврăнман. Октябрĕн 13-мĕшĕнче мероприятие хутшăнакансем кураври апат-çимĕçе ас тивсе хакланă. Р. Санзяпов фермер хатĕрленĕ продукцисем тỹрех тăватă ылтăнпа пĕр кĕмĕл медале тивĕçнĕ.
Раççей шайĕнчи куравра район ĕçне пысăка хунине те палăртма кăмăллă. "Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пĕчĕк харпăрлă хуçалăхсене грант пулăшăвне парассине йĕркелессишĕн тăрăшнишĕн" номинацинче ылтăн медале тивĕçнĕ .
Ял хуçалăх ертỹçисем çакăн евĕр мероприятисенче çĕнĕлĕхсем нумаййине, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнине пĕлтернĕ.
О. БЕЛЬДЕКОВА