Янратăр купăс сасси, шăрантăр тĕрлĕ наци юрри
Интервью
Ялти клубсене халĕ çеç мар, ĕлĕкех халăхра "культура вучахĕ" тесе хакланă. Культура учрежденийĕсен тĕп пĕлтерĕшĕ паян та унчченхи пекех. Вĕсен тĕллевĕ - халăха канма, пĕр-пĕринпе кăмăлтан хутшăнма, культура шайне, ăс-хакăла ỹстерме майсем туса парасси. Çав вăхăтрах Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан тĕрлĕ наци халăхĕн йăли-йĕркине, юрри-ташшине, йăлана кĕнĕ уявĕсене çитĕнекен çамрăк ăру патне çитересси, ламран-лама куçарса пырасси те кулленхи ыйтусен шутĕнчех. Ку тĕлĕшпе районти "Централизациленĕ клуб системи" культурăпа кану центрĕ мĕнлерех ĕçлесе пырать-ши? Районта пурăнакан халăхăн туслăхне çирĕплетес тĕллевпе еплерех мероприятисем йĕркелеççĕ? Çак тата ытти хăш-пĕр ыйтупа кăсăкланса пирĕн хаçат сотрудникĕ районти культурăпа кану центрĕн ертỹçипе Алина Петровăпа тĕл пулса калаçнă.
- Алина Геннадьевна, ман шутпа ытти социаллă культура учрежденийĕ- семпе юнашарах клуб ял илемĕ шутланать. Унта ĕçлекенсем вара халăхăн кăмăлне çĕклекенсем, вĕсене хавхалантаракансем, "чун апачĕпе" тивĕçтерекенсем тесе хаклас килет.
- Сирĕн шухăшпа килĕшетĕп. Çавăнпа та культура учрежденинче ĕçлекен кашни работник хăйне евĕр сцена ăсти пулни те пĕлтерĕшлĕ. Пĕтĕмĕшле илсен вара пирĕн ĕçченсем çак ушкăнта тесе калас килет. Калаçăва малалла тăсиччен кĕскен централизациленĕ клуб системи пирки асăнса хăварасшăн. Пирĕн районти 19 ял тăрăхĕнче мĕн пурĕ 47 культурăпа кану учрежденийĕ. Районта пурăнакан 745 çынна пĕр клуб учрежденийĕ тивет. Сакăр культура учрежденине модернизациленĕ. Хальхи вăхăтра культурăпа кану çурчĕсенче 89 работник ĕçлет. Вĕсенчен 22 проценчĕ аслă шкултан вĕренсе тухнă, 29-шĕ ятарлă вăтам пĕлỹллĕ.
- Пытарма кирлĕ мар, Интернет ĕмĕрĕнче тĕрлĕ çулхи çынсене культура "вучахне" илентерме, вĕсен вăхăтне усăллă ирттерме, кăмăлне тупма ансатах мар темелле. Ку тĕлĕшпе район халăхĕпе мĕнлерех хутшăну? Ял çынни культура ĕçченĕсене хапăл-и? _
-Паллах, хамăр ĕçе хамăр хаклани сăпайлах та мар пулĕ. Çапах та пирĕн культура ĕçченĕсем район халăхĕн кĕтнĕ "артисчĕсем" тесех хаклас килет. Çакна эпир ялсене тухса çỹрекен кашни концерт, тĕл пулу хыççăн туятпăр. Сцена çине тухакансене тăвăллăн алă çупса хавхалантарни те çакнах çирĕплетсе парать.
Палăртса хăвармалла. Культура учрежденийĕсене çынсене явăçтарас тĕллевпе клубсенче тĕрлĕ çулхи валли творчество пултарулăхне аталантаракан кружоксем, хор, ташă, фольклор, театр студийĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсене аслă çулхисем, тивĕçлĕ канăва тухнисем хастар хутшăнни те кăмăллă. Пĕтĕмĕшле илсен виçĕ пин ытла çын хăйсен пултарулăхне, ăсталăхне ялсенчи клубсем çумĕнчи кружоксенче малалла туптать. Çакă, ман шутпа, уйрăм талантсене аталантарма пулăшнипе пĕрлех вырăнти халăха пĕрле, пĕр шухăшлă пулма, тата ытларах туслашма май парать.
- Туслашма тенĕрен, юлашки çулсенче районти юрăпа ташă ансамблĕсем çумне ялсенче çĕнĕ фольклор ушкăнĕсем, хăйсен ирĕкĕпе сцена çине тухакансем хутшăнса пыни те сисĕнет. Вĕсем сцена çинчен халăхăн ĕлĕкхи йăли-йĕркине, туй мешехине, салтака ăсатнине тата ыттине кăтартни паянхи çамрăк ăрушăн кирлĕ те, пĕлтерĕшлĕ те темелле.
- Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем яланах ĕçре матур, юрă-ташăра сатур пулнă. Çакă паян та пирĕншĕн тĕп принцип шутланать. Акă, Ваттисен кунĕ ячĕпе Шупашкарти Трактор тăвакансен культура çуртĕнче аслă ăрусем хушшинче йĕркеленĕ "Çирĕп пирĕн çунатсем" фестиваль-конкурсра районти "Чемен" тата "Çăлкуç" ушкăнсем иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Ялсенче çĕнĕ талантсем çуралса пынишĕн вара эпир питĕ хавас.
- Патăрьел районĕ республикăри ытти хăш-пĕр районпа танлаштарсан интернационалла район шутланать. Ĕмĕрсем каяллах пирĕн тăрăхра тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан, тĕрлĕ тĕн йăлине тытса пыракан туслă халăх пурăнать. Çак пысăк "çемьери" ăнланулăх, килĕшỹлĕх сиртен те сахал мар килет-тĕр...
- Çапла. Кирек мĕнле концерт программине хатĕрленĕ чухне те эпир районта нумай нациллĕ халăх пурăннине шута илетпĕр. Уйрăмах Акатуй-Сабантуйра, ял уявĕсенче тата ыттисенче те. Вырăна тухса ирттерекен концертсенче те чăваш, вырăс, тутар, ирçе юррисене программăна кĕртесси те йăлара. Районти централизациленĕ клуб системи çумĕнчи юрăпа ташă халăх ансамблĕн репертуарĕнче те тăтăшах халăх туслăхне уçса паракан юрăсем янăраççĕ, сюитăсем сцена çине тухаççĕ. Сăмах май каласан, Раççей тата Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Шакин ертсе пыракан ансамбльте ку таранччен 600е яхăн артист сцена çине тухнă. Вăл шутра тĕрлĕ професси, наци çыннисем пур. Районта хăйсен творчествăри пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе, çитĕнĕвĕпе "халăх" ята çĕнсе илнĕ вунă коллектив шутланать. Вăл шутра Хирти Пикшикри халăх театрĕ (çак ята 1985 çулта тивĕçнĕ) çулсеренех çĕнĕ спектакльпе савăнтарать. 2002 çултанпа ăна Д. Салахова ертсе пырать. "Евгения" (А. Михайлова) ташă ушкăнĕ, "Шуçăм" (В. Фролов), "Çăлкуç" (В. Верликов), "Умарина" (Н. Стефейкин) тата ытти фольклор ушкăнĕсем те Патăрьелсен мăнаçлăхĕ, чысĕ.
- Тавах сире, Алина Геннадьевна, калаçушăн, культура ĕçĕнчи тивĕçе пысăк кăмăлпа пурнăçласа пынăшăн.
А. ЕГОРОВА калаçнă