Патăрьел районĕ
Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхне кĕрекен Кивĕ Катекре часавай тăвас ĕçе пуçăннă. Пуçарулăх ушкăнĕн шухăшне вырăнти староста Аркадий Сымкин, ял тăрăхĕн ертỹçисем ырласа йышăннă. Укçа-тенкине ял çыннисем тата кунта çуралса ỹснĕ, халĕ тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе пурăнакан йăхташĕсем панă. Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче часавай никĕсне хывнă, тепĕр эрнерен Турă Амăшĕн Хусанти Турăшĕ ячĕпе çĕкленекен часавайăн пĕрремĕш кирпĕчне хунă. Хальхи вăхăтра ăна хăпартнă ĕнтĕ. Патăрьелти Александр Невский чиркĕвĕн протоиерейĕ пил панипе ĕçсем малалла пыраççĕ.
"Хыпар"