"Чи лайăх халăх дружинникĕ" - А. Калькин
Районта "Чи лайăх халăх дружинникĕ" конкурса пĕтĕмлетнĕ. Ăна йĕркелекенĕ _ РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕ тата йĕркене пăсакансемпе профилактика ирттерессипе ĕçлекен комисси. Конкурса район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова ертсе пынă. Кăтартăва пĕтĕмлетнĕ хыççăн "Чи лайăх халăх дружинникĕ" ята Сăкăтри Александр Калькин тивĕçнĕ. Ăна Тав çырăвĕ тата хаклă парне панă. Ытти конкурсантсем те пушă алăпа кайман.
Район администрацийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен правине хỹтĕлекен сектор заведующийĕ, йĕркене пăсакансемпе профилактика ирттерессипе ĕçлекен комисси председателĕ Лариса Комиссарова районти оперативлă лару-тăрупа паллаштарнă, дружинниксене йĕркене тытса тăма пулăшнăшăн тав тунă.
О. БЕЛЬДЕКОВА