Туслăх пытăр ĕмĕре
Районта Нацилĕх ĕçĕсен тата республикăри Тĕн пĕрлешĕвĕсен хутшăнăвĕпе ĕçлекен канашĕсен пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Мероприятие ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР Пуçлăхĕн Администраци Ертỹçи, Нацилĕх ĕçĕсен канашĕн тата Тĕн пĕрлешĕвĕсен хутшăнăвĕпе ĕçлекен канашăн председателĕ Ю. Васильев, ЧР культура тата архив ĕçĕсен министрĕ К. Яковлев, ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политики тата массăллă коммуникацисен министрĕ М. Анисимов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Чăваш Республикинчи мăсăльмансен Тĕн управленийĕн председателĕ, ЧР Общество палатин тата районти Общество канашĕн членĕ М. Хайбуллов тата ыттисем те хутшăннă.
Ларăвăн пленарлă пайĕ И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн конференцзалĕнче иртнĕ. Ăна Ю. Васильев ертсе пынă.
Мероприятин малалли пайĕнче Патăрьел ялне пырса кĕнĕ çĕрте Николай святитель ячĕпе тăвакан часовньăн пĕрремĕш кирпĕчне хунă. Алманчă ял тăрăхĕнчи вăрманта вырнаçнă Серафим Саровский преподобный скитне, Шăнкăртамри "Муслима" тата Виçĕ Юлташ ячĕллĕ мечĕтсене çитсе курнă.
Районта тĕрлĕ тĕне ĕненекен темиçе наци халăхĕ пĕрле килĕштерсе пурăнать, çавăнпах сумлă ларăва пирĕн тăрăхра ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кашнийĕшĕ хăйсен йăли-йĕркине ламран-лама тăсма тăрăшать.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем уявсене те пĕрле ирттереççĕ. Акă, çурхи ĕçсене вĕçлесен Акатуй-Сабантуйра чăвашĕ, вырăсĕ, тутарĕ, ирçи - пурте пĕрле савăнаççĕ. Христос Çуралнипе, Мăнкунпа, Ураза-байрампа, Маулюдупа тата ытти уявсемпе те пĕр-пĕрне саламлаççĕ.
Чĕлхене, культурăна аталантарас тĕлĕшпе Айхи, Сарпи вулавĕсем, славян çырулăхне халалласа "Малтан сăмах пулнă" мероприяти, "Паттăр йĕрĕпе" фестиваль, Митта Ваçлей поэта, Фатхи Бурнаш драматурга тата ыттисене те халалласа литературăпа пултарулăх каçĕсем иртеççĕ.
Районти 13 ялта чиркỹ пур. Патăрьелĕнче, Нăрваш Шăхалĕнче, Çĕнĕ Ахпỹртре храм тăвас енĕпе строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Çавăн пекех часовньăсем те хута каяççĕ.
Сакăр тутар ялĕнче 19 мечĕт тунă. Шăнкăртамра кăçал "Муслима" мечĕт уçăлнă. Çак ялтах "Гулистан" медресе ĕçлет.
- Районта çынсем хăйсен тĕнне, халăх искусствине, чĕлхине, ĕненĕвне аталантарма пултарччăр тесе май пур таран тăрăшатпăр. Эпир пĕрле туслă пурăннипе, аталаннипе, пĕрлехи çитĕнỹсемшĕн савăннипе, уйăрмасăр, уйрăлмасăр пурăннипе вăйлă, - тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов районпа паллаштарса çỹренĕ май.
Ю. Васильев районта тĕн тата наци ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра туса пырас тĕлĕшпе муниципалитетăн опычĕ пысăккине, çакă нумай нациллĕ района тата вăйлăрах пулма пулăшнине палăртнă.
О. БЕЛЬДЕКОВА