Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пушартан сыхлансан аванрах

ХĔЛ кунĕсем куллен çывхарса та çывхарса пыраççĕ. Сивĕ вăхăтра вара пушар тухас хăрушлăх та ỹсет. Инкек ытларах электроприборсемпе, кăмакапа тата газ оборудованийĕсемпе тĕрĕс мар усă курнипе, вут-çулăмпа асăрханманнипе пулать. Çавна май халь районта "Çурт-йĕр" тата "Хутмалли" профилактика операцийĕсем пыраççĕ. Çак кунсенче пушар надзорĕн, 26-мĕш пушар чаçĕн специалисчĕсем ытти сферăри яваплă çынсемпе пĕрле Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕнче рейд ирттернĕ. Нумай ачаллă çемьесемпе, пĕччен пурăнакан ватăсемпе тĕл пулнă, ял тăрăхĕнче пушă çуртсенчен "хĕрлĕ автан" тухасран сыхланса мĕнле йышăнусем тунипе кăсăкланнă.

Инкек-синкекĕ пиртен айккинче çỹретĕр, анчах ăçта та пулин çулăм алхаснине курсан килти телефонтан - "01", кĕсье телефонĕнчен "112", "101" номерсемпе шăнкăравласа яма манмалла мар.



"Авангард" (газета Батыревского района)
02 октября 2018
10:00
Поделиться