Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Полина - пĕрремĕш

Шăмăршăра Пĕтĕм Раççейри "Шăмăршă дуатлонĕ" ăмăрту (çуран тата велосипедпа чупассипе) иртнĕ. Мероприятие пирĕн районăн çамрăк спортсменĕсем те хутшăннă. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 6 "в" класри П. Хураськина виçĕ регионтан килнĕ 20 ача хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Полина халь Артекри ГТО фестивальне кайма хатĕрленет. Ăна спортăн çак енне алла илме физкультура учителĕ В. Портнов тата "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ В. Карягин хăнăхтараççĕ.

(Хамăр корр.).



"Авангард" (газета Батыревского района)
25 сентября 2018
09:46
Поделиться