Пĕрремĕш ачашăн - социаллă пулăшу
РАЙОНТИ халăха социаллă хỹтлĕхпе тивĕçтерекен уйрăма пĕрремĕш ача çуратнăшăн кашни уйăхра паракан укçана илме 64 çемье заявлени çырнă, унтан 57-шĕн ыйтăвне тивĕçтерсе 2 млн та 815 пин тенкĕ тỹленĕ.
Социаллă пулăшăва илес тесен районти нумай функциллĕ центра е социаллă хỹтлĕх пайне заявлени çырмалла. Пĕрле паспорт, ачан çуралнă хучĕ, çемье членĕсен тупăшĕ пирки кăтарту кирлĕ. Çак укçана пепке 1,5 çул тултаричен параççĕ. Сăмах май, унăн хисепĕ кăçал 8910 тенкĕпе танлашать.
"Авангард" (газета Батыревского района)