Офицерсем яланах стройра
Сентябрĕн 22-мĕшĕнче районта Чăваш Енре çуралса ỹснĕ офицерсен "Тăван çĕршывăн ывăлĕсем" обществăлла организацин (Мускав хули) пухăвĕ иртнĕ. Хăнасем чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Р. Селивановпа тĕл пулнă. Рудольф Васильевич çамрăксене патриотла воспитани парассипе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурнăçланакан ĕçсемпе кĕскен паллаштарнă. Унтан офицерсем Чăваш Ишекĕнче республикăри культурăпа патриотла центра уçнă çĕре хутшăннă. Мероприятинче çавăн пекех ЧР культура, национальность тата архив ĕçĕсен министрĕ К. Яковлев, "Тăван çĕршывăн ывăлĕсем" обществăлла организацин председателĕ В. Ильин вице-адмирал тата ытти сумлă çынсем те пулнă.
Объектăн центрĕ - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ял çыннисене асăнса лартнă палăк. Комплексăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ пĕр гектар. Хальхи вăхăта кунта тротуар сарнă, кỹлле хăтлăх кĕртеççĕ, сцена, ача-пăча тата спорт площадки тăваççĕ. Çак ĕçе пуçарса яраканĕ - Чăваш Ишекĕнче çуралса ỹснĕ, "Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен ассамблейи" обществăлла организацин регионти канашĕн председателĕ Л. Кураков академик. Лев Пантелеймоновича ЧР культура, национальность тата архив ĕçĕсен министрĕ К. Яковлев "Культурăри çитĕнỹсемшĕн" паллăпа чысланă.
Делегаци Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Тутар Сăкăтĕнчи, Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ, Сăкăтри вăтам шкулсенче пулнă, ачасемпе курнăçнă.
Патăрьелĕнчи Мухтав монуменчĕ умĕнче çамрăк армеецсен стройпа юрласа утассине йĕркеленĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Муркашри, Канаш районĕнчи Янкăлч, Вăрнар районĕнчи Калининăри вăтам шкулсенчи кадет класĕсем те хăйсен пултарулăхĕсене - стройри приемсене, Калашников автоматне сỹтсе пухассине - кăтартнă.
Офицерсемпе ытти хăнасем палăк умне чечек кăшăлĕсем хунă хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн конференци залĕнче "Тăван çĕршывăн ывăлĕсем" обществăлла организацин пухăвне ирттернĕ.
О. БЕЛЬДЕКОВА