Ача-пăча ырра курсан ырă пулать, усала курсан усал пулать
АЧАСЕМ ырă та лайăх çынсем пулччăр тесен пĕчĕклех тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшмалла. Шел пулин те, хăш-пĕр чухне эпир шухăшланă пек пулса пымасть çав. Çитĕнекен ăру йăнăш çулпа ан кайтăр тесе район администрацийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен тата вĕсен правине хỹтĕлекен комисси халăха социаллă хỹтлĕхпе тивĕçтерекен центрăн специалисчĕсемпе, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторĕсемпе пĕрле Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 6-8 классенче вĕренекенсемпе тĕл пулнă. Ачасене усал йăла-йĕрке ырă патне илсе çитерменни пирки тепĕр хут асăрхаттарнă.
Сăмах май, районта августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 1-мĕшĕччен "Çул çитмен ача" операци пырать.