Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Параппан, параппан, пăнтăртатать пит аван

ÇĔМĔРЛЕ хулинче виççĕмĕш хут республика шайĕнче çарпа патриот клубĕсен, параппанпа калакан хĕрсемпе каччăсен отрячĕсен фестиваль-конкурсĕ, "Марш ансамблĕсен парачĕ" парад иртнĕ.

"Марш ансамблĕсен парачĕ-2018" конкурсра I, II, III степеньлĕ лауреат ятне çĕнсе илессишĕн Çĕмĕрле, Шупашкар хулисенчен, Патăрьел тата Красноармейски районĕсенчен килнĕ 9 ушкăн тупăшнă. Пирĕн район чысне хỹтĕленĕ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти "Грация" ушкăн "Параппанпа калама пĕлекен хĕрсемпе каччăсен отрячĕсем" номинацинче пĕрремĕш вырăн йышăннă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 сентября 2018
11:18
Поделиться