Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Мускавран - дипломпа

Сентябрĕн 18-мĕшĕнче Мускавра Пĕтĕм Раççейри муниципалитетсен форумĕ уçăлнă. Вăл икĕ кун ĕçленĕ. Форума 200-е яхăн çын - муниципалитет пуçлăхĕсем, федераци регуляторĕсен представителĕсем, вырăнти финанс органĕн, муниципалитетăн экономика службин ертỹçисем, патшалăх секторĕпе ĕçлекен предприятисен менеджерĕсемпе эксперчĕсем... - пухăннă. Сумлă мероприятие пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та хутшăннă.

Пухăннисем Раççей Федерацийĕнчи вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕнчи çивĕч ыйтусене, муниципалитет финансне аталантарасси, хула хăтлăхĕн пахалăхĕ, линтехнологисемпе усă курасси тата ытти пирки те сăмах хускатнă. Çавăн пекех "Обществăлла финанспа ĕçлес сферăра Раççейри чи лайăх муниципалитет" конкурсра мала тухнисене саламланă. Конкурс комиссийĕ 12 çĕнтерỹçĕне палăртнă. Патăрьел районĕ 2014 çултанпа призерсен ретĕнче, кăçал та сумлă чыса тивĕçнĕ. Сăмах май каласан çак çитĕнỹ Юхмапа Пăла тăрăхĕн юлашки тăватă çул хушшинчи чи паллисенчен пĕри тесе шантарсах калама пулать. Раççей Федерацийĕн финанс министрĕн çумĕ Алексей Лавров Рудольф Селиванова "Обществăлла финанспа ĕçлес сферăра Раççейри чи лайăх муниципалитет" конкурсăн иккĕмĕш степеньлĕ дипломне панă.

О. БЕЛЬДЕКОВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 сентября 2018
11:12
Поделиться