Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юсавлă техника шанчăклă

Республикăра, çавăн пекех районта та август уйăхĕнче "Трактор" профилактика мероприятийĕ иртрĕ. Çак тапхăрта районти, Шăмăршăри, Комсомольскинчи тата Елчĕкри патшалăх техника надзорĕн инспекторĕсем И. Васильев, В. Матвеев, С. Кокарев, В. Мекшеев çул-йĕр инспекторĕсемпе пĕрле 21 рейд ирттерчĕç, 200-е яхăн транспорта - тракторсемпе кăкарса çỹремелли прицепсене, комбайнсене, хăй тĕллĕн çỹрекен ытти техникăна, çавăн пекех мотоблоксене-тĕрĕслерĕç.

Юсавлă транспортпа çула тухма шанчăклă. Комисси членĕсем "хурçă утсем" техника тĕрĕслевĕ тухнине, регистациленнине, çут çанталăкшăн тата пурнăçшăн хăрушлăх кăларманнине, техника хăрушсăрлăхне, çул-йĕр правилисене пăхăннине тата ыттине те пăхрĕç.

Шел пулин те, тĕрĕслевре çитменлĕхсем пулчĕçех. "Трактор" профилактика мероприятийĕ вăхăтĕнче 64 протокол - вăл шутран улттăшĕ должноçри çынсене - çырнă, икĕ ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçине асăрхаттару панă.

Пĕлме: районти агропромышленность комплексĕнче - 464, уйрăм çынсенче - 1102, ытти организацисенче 32 трактора шута илнĕ.

О. ПАВЛОВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 сентября 2018
12:05
Поделиться