Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вăрăм ĕмĕрлисем ытларах хĕрарăмсем

ÇУРЛА уйăхĕ юбилейсемпе пуян пулчĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан вунă ватă хăйсен пысăк юбилейне паллă турĕç. Вăл шутран иккĕшĕ - Чăваш Ишекĕнчи М. Шихрановапа Шăнкăртамри М. Абейдуллова - 95 çул тултарчĕç. Вĕсене пурне те Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламĕпе пĕрлех район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн ăшă сăмахĕсене те çитернĕ.

Çакна та палăртса хăвармалла. Вăрăм ĕмĕрлисенчен ытларах пайĕ - хĕрарăмсем. Вĕсем вăтамран 80 çул (пĕлтĕр те кăтарту çаплах пулнă) пурăнаççĕ. Арçынсен ĕмĕрĕ вара чылай кĕске - 66 çул. Районта паянхи куна тăххăрмĕш теçеткене хыçа хăварнă 231 çын пурăнать. Тутар Сăкăтĕнчи Решиля Азизовапа Чăваш Ишекĕнчи Дария Калиникова вара 104 çулта! Чăтăмлă та тỹсĕмлĕ ĕç ветеранĕсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 сентября 2018
12:10
Поделиться