Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Районти хирсем пушанса пыраççĕ. Халь техника шавĕ çĕр улми уйĕнче тăрать. Ĕнерхи куна, сентябрĕн 13-мĕшĕ тĕлне, 414 гектар кăларнă. "Иккĕмĕш çăкăра" 5945 тонна пухса кĕртнĕ, тухăç пĕр гектартан 144 центнерпа танлашать. Паллах, кăçал ытларах пуласса шаннăччĕ, анчах çу каçа çумăр çуманни тымар çимĕçе ỹсме май памарĕ.

Хальхи вăхăтра "Батыревский", "Исток", "Крас- ное знамя", "Труд" хуçалăхсенче, Л. Краснова, В. Михайлов фермер хуçалăхĕсенче çанталăк лайăх тăнипе усă курса çĕр улмине хăвăртрах пуçтарса илессишĕн тăрăшаççĕ.

Кĕрхи культурăсене 5043 гектар (92 процент) акнă, унтан тулă - 4743, ыраш 300 гектар йышăнаççĕ.

Выльăхсене хĕл каçарма утă 6290 тонна (76 процент), сенаж 18300 тонна (115) хатĕрленĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 сентября 2018
12:02
Поделиться