Спорт "Наци кросĕ - 2018" старта чĕнет
Ыран, сентябрĕн 15-мĕшĕнче, Пĕтĕм Раççейре, вăл шутра пирĕн районта та "Наци кросĕ - 2018" чупу иртет. Патăрьел тата Тăрăн ял тăрăхĕсенчи сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем 11 сехет те 30 минутра Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадиона пухăнĕç, 12 сехетре старта тăрĕç.
Ытти ял тăрăхĕсенчи спортсменсем хăйсем патĕнче ăмăртĕç.
А. ИВАНОВ
"Авангард" (газета Батыревского района)