Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Аслă участковăйшăн хăвăр сассăра пама пултаратăр

СЕНТЯБРĔН 20-мĕшĕччен ЧР ШĔМĕн сайтĕнче чи лайăх участковăйшăн хăйсен сассисене парас ĕç пырать. Сасăлава кашни муниципалитетран пĕр çын хутшăнма пултарать.

Пирĕн район чысне РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн аслă участковăйĕ, полици майорĕ Ремис Валитов хỹтĕлет. Çавăнпа та онлайн-сасăлав мелĕпе суйласа илекен кандидатшăн хăвăрăн сассăра паян-ыранах пама пултаратăр. Сăмах май каласан, Ремис Муктесибович çак çăмăл мар тивĕçе 2003 çултанпа пурнăçлать. 15 çулта участокри уполномченнăй чылай паха опыт пухнă. Çакна унăн службăри хастарлăхшăн илнĕ наградисем те çирĕплетеççĕ. Хальхи вăхăтра вăл Ыхра Çырми тата Тăрăн ялĕсенчи участковăй шутланать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 сентября 2018
12:12
Поделиться