Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Аксакалсен канашĕ пуриншĕн те ăшă

Шăнкăртам ял администрацийĕ çумĕнче аксакалсен канашĕ йĕркеленсе кайни нумай пулмасть çеç мар. Обществăлла хастарсен пĕчĕкех мар ушкăнĕ 28 çынтан тăрать. Вĕсем пурте хисеплĕ ĕç ветеранĕсем, пурнăçра тĕрĕс çул-йĕр суйласа илнĕ, опытлă, пысăк тавракурăмлă шурсухалсем. Вырăнти муниципалитет çумĕнче йĕркеленнĕ обществăлла орган чăн малтанах ял тăрăх пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусене çăмăллатма, ырă канаш-сĕнỹпе пулăшма хутшăнать. Çав вăхăтрах вĕсем ял тăрăх территорийĕнче пурăнакан йывăр шăпаллă кашни ачан "опекунĕ" те шутланаççĕ. Пурнăçра тĕрлĕрен сăлтавпа йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ çынсене чăн малтан алă тăсса паракансем те аксакалсен канашĕн членĕсемех. Урăхла каласан, вĕсен ыркăмăллăхĕ иксĕлми, вĕсем пуриншĕн те ăшă. Çиччĕмĕш, саккăрмĕш теçеткене ваклакан ватăсем паянхи кун питĕ пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ ĕçе мĕнле майпа пурнăçласа пыраççĕ-ши? Кирек мĕнле пулăшу та кăмăлсăр пуçне укçа-тенкĕпе те çыхăннă-çке. Акă мĕн пĕлтерчĕ кун пирки пире аксакалсен канашĕн председателĕ Рауф Сенатуллович Хафизов:

_ Коранра çакăн пек каланă сăмахсем пур: "Ырă ĕç ту, Аллах сана ырă тунă пекех. Çĕр çинче чыссăрла ĕçе ан сар, Аллах ăна юратмасть". Çак тĕллевпе пурăнатпăр, ĕçлетпĕр те эпир. Хальхи вăхăтра чăнах та çынсен пĕр проблема хыççăн тепри тупăнсах тăрать темелле. Пурнăç лару-тăрăвĕ те кашнийĕн пĕр пек мар. Шăпах çавăн пек чухне çынна алă тăсса пани кăмăллă та. Хамăр ĕçе çăмăллатас тĕллевпе эпир канаш членĕсене мечĕт прихучĕсемпе çирĕплетнĕ. Кашнийĕнче тăватшар аксакал тата пĕрер имам. Вĕсем хăйсен территоринчи кашни çемьешĕн ял тăрăх пуçлăхĕ умĕнче яваплă темелле. Акă, кăçалхипе виççĕмĕш çул ĕнтĕ эпир нумай ачаллă, йывăр шăпаллă çемьесенчи ачасене çĕнĕ вĕренỹ çулĕ умĕнхи расхутсене саплаштарма 2,5 пиншер тенкĕ укçа парса пулăшатпăр. Малтанах шкул администрацийĕ тăратнă списока ял тăрăхĕнче пăхса тухатпăр, çирĕплететпĕр. Хальхинче те 25 çемьене тивĕçтертĕмĕр.

Унсăр пуçне 80 çул хыççăнхи юбилейçĕсене пурне те аксакалсен канашĕ ячĕпе кăмăл тупма, парне тума тăрăшатпăр. Кăçал 27 çын патне çитмелле, хальлĕхе 17-шне саламлама ĕлкĕрнĕ. Вилнĕ çынпа, пушарпа, ытти сăлтавпа çыхăннă тăкаксене саплаштарасси те ырă йăлара. Паллах, çак ырă ĕçсене эпир хамăр вăйпа çеç пурнăçлаймастпăр. Ку тĕлĕшпе пирĕн фонда (çаплах каласшăн) меценатсем, спонсорсем, уйрăм хастарсем пуянлатсах тăраççĕ. Мечĕтсемпе, ял администрацийĕпе ăнланса ĕçлени те аксакалсен канашне кал-кал ĕçлеме май парать, халăх хушшинчи туслăха çеç çирĕплетет.

А. ЕГОРОВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 сентября 2018
12:17
Поделиться