Тимлĕх пирки ан манăр
ПУРНĂÇРА ĕмĕр пурăнса ĕмĕр вĕренни çеç мар, асăрханни те кирлĕ. Акă, пĕр кунхине Тутар Сăкăтĕнчи пĕр бабай вĕлле хурчĕсем патĕнче тăрмашнă. Пыл çиесси ансат мар-çке, хурт-хăмăрпа пĕрмаях ĕçлемелле. Тăрмашса пĕтернĕ хыççăн тĕтĕркĕчне сỹнтермесĕрех утар пỹрчĕпе юнашар лартса хунă-мĕн. Тепĕр икĕ-виçĕ сехетрен утарта сасартăк тĕтĕм-сĕрĕм йăсăрланма пикенет. Юрать-ха, пăтăрмаха вăхăтра асăрхаса парăнтарнă.
Сăмах май каласан, куçăхтарас марччĕ, Тутар Сăкăтĕнче иртнĕ çул та, кăçал кун таранччен пĕр пушар та пулман. Районта çулталăк пуçланнăранпа вут-кăварпа çыхăннă 25 тĕслĕхе шута илнĕ, пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен икĕ пушар сахалтарах.
"Авангард" (газета Батыревского района)