Ятăм шыва вăлтине, тытрăм пысăк пуллине
Патăрьел ял тăрăхĕнчи пĕвере В. Ялукова асăнса пулă тытассипе иртекен ăмăрту иккĕмĕш хут пулнă. Пулăçсем виçĕ кун хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Фестивале Патăрьел ял тăрăхĕнчен виçĕ, Ульяновск тата Ульяновск облаçĕнчен виçĕ, Канашран икĕ, Шупашкартан пĕр команда - пурĕ 10 - хутшăннă.
Мероприяти вăхăтĕнче 150 килограмм ытла пулă тытнă, анчах ăмăрту условийĕпе килĕшỹллĕн пурне те каялла шыва янă. Çивĕч тупăшура "Ульяновск-Карп" - пĕрремĕш, "Неугомонные" - иккĕмĕш, "Алекс-карп" виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Чи пысăк пулă 9,325 килограмм тайнă, "Алекс-карп" ушкăн вăлтине лекнĕ.
Фестивале хутшăнакансене çак ăмăртăва йĕркелекен районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, "Батыревский" пĕрлешỹ директорĕ П. Ялуков, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Ялуков тата ыттисем те саламланă, асăнмалăх парнесем панă.
О. Бельдекова.