Вăрмана пушартан сыхлар
Типĕ курăк чылай чухне пушар сăлтавĕ пулса тăрать. Вăл вăрмансемшĕн те, ялсемшĕн те хăрушлăх кăларать. Инкек ан пултăр тесен çут çанталăка канма каякансен хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалла. Вут-çулăма курсан тỹрех "Шăмăршă лесничестви" учрежденине 8 (83546) 2-35-81, пушар хуралне "01", "101", "112", "Вăрман хуралĕ" учрежденине 8 (8352) 40-24-00 е 8-800-100-94-00 (вăрман хуçалăхĕн пĕрлехи номерĕ) телефон номерĕсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле.
Пушар тухас хăрушлăх пысăк чухне вăрманта кăвайт чĕртме, пирус туртма, çунакан шăрпăк пĕрчине пăрахма, пăшалтан пеме, кĕленчерен тунă савăт-сапана ывăтса хăварма, хирте курăка, хăмăлсене çунтарма юрамасть.
Ял хуçалăх предприятийĕсен инкекрен сыхланас тесен вăрман çумĕнчи хирсене виçĕ метртан кая мар сухаласа хăвармалла.
А. Цыганов, "Шăмăршă лесничестви" учрежденин директорĕ.