Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Усал вăйран пĕрле асăрханмалла

Сентябрĕн 3-мĕшĕ Раççей историйĕшĕн паллă кун - терроризма хирĕç кĕрешекенсен пĕр шухăшлăх кунĕ. Вăл 2004 çулта Çурçĕр Осетири Бесланра пулса иртнĕ хăрушă трагедипе тỹрреммĕнех çыхăннă. Терракт вăхăтĕнче виççĕр ытла çын усал преступниксене пула вилнĕ. Вăл шутра 156 вĕренекен.

Терроризма хирĕç кĕрешекенсен пĕр шухăшлăх кунĕнче районти вĕренỹ учрежденийĕсенче митингсем йĕркелерĕç, пысăк инкеке лекнисене асăнса пĕр самант шăп тăчĕç, террорла хăрушлăхран пĕрлехи вăйпа хỹтĕленмелли пирки калаçрĕç. Çак тĕллевпех Хирти Пикшикри Культура çуртĕнче те мероприяти иртрĕ. Пĕр шухăшлăх кунне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, район прокурорĕ Николай Осипов, Чăваш Республикинчи мăсăльмансен Тĕн управленийĕн председателĕ Мансур Хайбуллов, Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ Николай Марков, ял тăрăх пуçлăхĕсем, вĕрентỹ тата культура учрежденийĕн работникĕсем, аслă класра вĕренекен ачасем, ытти общество представителĕсем хутшăнчĕç.

Хирти Пикшикри вăтам шкул директорĕн çумĕ Д. Салахова мероприятие ерсе пынă май, обществăшăн пысăк инкек кăларса тăратакан террорла актсен хăрушлăхĕ, виçесĕр куççуль, хурлăх пирки аса илчĕ. Тухса калаçакансем те пĕрлехи вăйпа, пĕр шухăшлă пулсан çеç усал вăя парăнтарма, çĕнтерме пулнине каларĕç.

- Ку тĕлĕшпе пирĕн районта ăнланманлăх çук. Нумай нациллĕ, тĕрлĕ тĕн йăли-йĕркине, культурине тытса пыракан халăхăмăр пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе, пулăшса пурăнни, çемье традицийĕсене пăхăнни пĕлтерĕшлĕ. Çапах та çакă пирĕншĕн лăпланмалли сăлтав пулмалла мар. Террорла тата экстремистла усал шухăшсенчен профилактика мероприятийĕсем ирттерсех тăмалла. Çавăнпа та вырăнти самоуправлени органĕсен, обществăллă пĕрлĕхсен, тĕн организацийĕсен тата ыттисен те çак хăрушлăхпа пĕрле кĕрешмелле,- терĕ пурне те пĕр шухăшлă пулма чĕнсе Светлана Чернова.

Мероприятин иккĕмĕш пайĕнче Чăвашкино фончĕ ỹкернĕ "Пирĕн пуласлăх туслăхра" фильма пăхрĕç. Унта шăпах пирĕн районта пурăнакан халăхăн ĕçĕ-хĕлĕ, хутшăнăвĕ, йăли-йĕрки, тĕн конфессийĕ сăнланнă. Э. Бурнашев, ĕç ветеранĕ:

- Эпир, аслă ăру çыннисем, пурнăçра сахал мар хура-шурне курнă, йывăрлăхне чăтса ирттернĕ. Хальхи вăхăтра ирсĕр шухăшлă террористсене пула пĕр айăпсăр çынсем, ачасем ĕмĕрлĕх куçне хупнине питĕ хирĕçлетĕп. Ун пек террористсем кирлĕ мар. Пирĕн ачасен, мăнуксен пуласлăхĕ çирĕп туслăхран килет. Çĕр çинче мир, ăнлану çеç пултăр.

А. НИКОЛАЕВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 сентября 2018
10:24
Поделиться