Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Мотоблок - транспорт хатĕрĕ мар

Мотоблок, кăкарса çỹремелли прицепĕ пур пулсан та, транспорт хатĕрĕ шутне кĕмест, çавна май аслă çул çине тухма, çынсене лартса çỹреме юрамасть. Унпа ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлама çеç усă курмалла. Ăна кирлĕ вырăна урăх техникăпа кăна илсе каймалла.

Çуркуннепе кĕркуннеччен мотоблоксене пула çул çинче аварисен шучĕ ỹсет. Çутă приборĕсем, палласа илмелли ятарлă паллăсем çукран çак транспорт хуçисем инкеке лекеççĕ. Çулпа ăçта та пулин каймалла пулсан çутта хирĕç çутатакан элементсем кирлĕ.

Чăваш Енри шалти ĕçсен министерствин патшалăх çул-йĕр инспекцийĕн управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 2017 çулта мотоблоксемпе 12 авари пулнă, вĕсенче икĕ çын вилнĕ, 12-ĕн суранланнă.

Хуçалăхра усă куракан техникăпа çỹрекенсен çул-йĕр правилисене пăхăнмалла. Вĕсене "маннипе" пулнă инкексемшĕн водителе административлă е уголовлă майпа айăплаççĕ.

(Хамăр корр.).



"Авангард" (газета Батыревского района)
07 сентября 2018
10:20
Поделиться