Конкурсра палăрнă
Районти «Нумай функциллĕ центр» (НФЦ) автономи учрежденийĕ республикăра «Чăваш Республикинче патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе чи лайăх нумай функциллĕ центр» ятпа йĕркеленĕ конкурсра палăрнă, «Чи лайăх НФЦ» номинацире иккĕмĕш вырăн тухнă. Сăмах май каласан Юлия Селиванова ертсе пыракан учреждени пĕлтĕр те малтисен йышне кĕнĕччĕ.
А.Ильин
"Авангард" (газета Батыревского района)