Патăрьел районĕ
Паян, сентябрĕн 5-мĕшĕнче, нумай çул каялла çирĕпленнĕ йăлапа Патăрьелте районăн «Авангард» хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика эстафети иртет. «Тĕрлĕ дистанцире чупса унта спортра хастар çемьесен, ветерансен, шкулсен, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен, тĕп ушкăнсен командисем вăй виçеççĕ,- пĕлтерчĕ редакцие «Авангард» хаçатăн тĕп редакторĕ Александр Козлов. - Ăмăрту çуллен пысăк хавхаланупа иртет. Унта хутшăнакансем хăвăрт чупма хатĕрленчĕç. Хăйсен тĕллевĕсене пурнăçласса шанса тăратпăр».
1931 çултанпа тухса тăракан «Авангард» эрнере икĕ хутчен тухать, чăвашла – 3167, тутарла 1120 экземплярпа сарăлать. Тиражĕ иртнĕ ĕмĕртинчен сахалрах пулин те Патăрьел тăрăхĕнче ăна хапăлласах çырăнса илеççĕ.