Патăрьел районĕ
Вăрманхĕрри Шăхаль ялĕнчи культура çуртĕнче Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Эриванов композиторăн пултарулăх каçĕ иртнĕ. Унта вăл ертсе пыракан «Сăрнай» фольклор ансамблĕ те хутшăннă.
Николай Лазаревич асăннă ялта 1938 çулта çуралса ỹснĕ. 1960 çултанпа юрă кĕвĕлет. Ентешĕсем ăна çирĕп сывлăх, пултарулăхра ăнăçу суннă.
"Хыпар"