Уй-хир кĕрлет
Республикăри уй-хирте хĕрỹ ĕç пырать. ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх - çурла уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне 14,1 пин гектар çинчен тырă, пăрçа йышши культурăсем пуçтарса кĕртнĕ.
363,4 пин тонна тырă тĕшĕленĕ /1 гектартан 25,1 центнер илнĕ, пĕлтĕр 28,4 центнер пулнă/. Тухăç енĕпе Çĕрпỹсене ытларах ăннă, 30 центнерĕ 19 мниципалитетра кĕрхисене вырса пĕтернĕ.
Патăрьел, Йĕпреç, Куславкка, Комсомольски, Вăрмар, Çĕрпỹ районĕсенче çĕр улми кăларма тытăннă.ĕ Иккĕмĕш çăкăра 84 гектартан 1654 тонна /1 гектартан – 197,4 центнер/ пуçтарса кĕртнĕ. Улатăр, Куславкка, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Вăрмар, Çĕрпỹ районĕсенче пахча çимĕç пуçтараççĕ. 40 гектартан 1410 тонна пухса кĕртнĕ. Хуçалăхсенче çавăн пекех рапс,горчица выраççĕ.
Тырă акмашкăн 86,4 пин гектар çĕр сухаланă. Кĕрхисене 19 районта 8,4 гектар çинче акнă. Улатăр, Вăрнар, Пăрачкав тата Çĕмĕрле районĕсенче рапс акма пуçланă. Хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç те пырать. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче 9,5 пин тонна утă хатĕрленĕ, 216 пин онна сенаж, 47,5 пин тонна силос хывнă. Куславкка, Муркаш тата Вăрмар районĕсенче 590 тонна çăнăх янтăланă.