Уй-хир хыпарĕсем
Вырма ĕçĕсене "Батыревский" пĕрлешỹре, "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиалĕнче, Р. Санзяпов, Ф. Чабатов, М. Лаврентьева фермер хуçалăхĕсенче, "Кзыл Камыш" пĕрлешỹре, Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче вĕçленĕ.
Августăн 20-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 11917 гектар (65 процент) пухса кĕртнĕ. Йĕтемме 30969 тонна тырă кĕнĕ. Тухăç пĕр гектартан вăтамран 25,9 центнерпа танлашать.
Хуçалăхсенче вăрлăх сухана пухса кĕртессипе те ĕçлеççĕ. Кăçал ăна 373 гектар акнăччĕ. Тухăç пĕр гектартан вăтамран- 61,5 центнер.
Кĕрхи культурăсене те акма тухнă: тулă- 270, ыраш 90 гектар никĕсе хывнă.
Хĕле валли утă 6240 тонна (75,7 процент), сенаж 17100 тонна (107 процент) янтăланă.
Çĕртме 8531 гектар тунă, кĕрхисене акма 5365 гектар сухаланă.